Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ ҫул

Раҫҫейре
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

«Ростелеком Контакт-центр» Хӗл мучин тата унӑн цифра пулӑшуҫисен хӗрӳ линийӗ кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ӗҫлесе кайнӑ. Унта ачасем 800 101-10-42 номерпе шӑнкӑравласа тупмалли юмахсене пӗлме, Юр пикене парнесем пирки каласа кӑтартма, Хӗл мучи валли ырӑ сӑмахсем хӑварма пултараҫҫӗ.

Шӑнкӑрав тӳлевсӗр, вӑл раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Проект «Раҫҫей почти» тата Аслӑ Устюгри Хӗл мучин резиденцийе пулӑшнипе пурнӑҫланать.

 

Раҫҫейре

Кӑҫалхи юлашки эрне пуҫланчӗ. Хальхинче эпир 6 кун ӗҫлӗпӗр. Кайран каникул пуҫланӗ – 11 куна тӑсӑлӗ.

Шӑматкун кӗске ӗҫ кунӗ пулмӗ. Раштавӑн 29-мӗшӗнче канма пуҫлӑпӑр та кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче ӗҫе тухӑпӑр. Кайран икӗ кун ӗҫлӗпӗр те каллех икӗ кун канӑпӑр.

2025 ҫулта вӑрӑма тӑсӑлакан канмалли кунсем пулӗҫ: ҫу уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче, ҫӗртмен 12-15-мӗшӗсенче, чӳкӗн 2-4-мӗшӗсенче.

 

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ ҫӳрӗ. Унтаи Хӗл мучипе Юр пике пулӗҫ.

Асамлӑха лекес килет-и? Апла 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса лармалла. Номерӗ – 1151.

Троллейбусра конкурссем, викторинӑсем пулӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул тррллейбусӗ 10 сехет 57 минутра «Иваново» микрорайон» чарӑнуран тапранӗ. Вӑл 13 сехетчен ҫӳрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_73641
 

Ял пурнӑҫӗ

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Акчикасси ялӗнче пурӑнакан Елена Патьянова Ҫӗнӗ ҫул тӗлне юртан кӳлепесем ӑсталама юратать. Кӑҫал вӑл ҫитес ҫул паллине, Симӗс Ҫӗлене, хатӗрленӗ. Ӑна симӗс тӗспе сӑрланӑ.

Вӗсен килӗ умӗнчен иртсе ҫӳрекенсем ҫак кӳлепепе киленеҫҫӗ..

Елена Александровна чылай ҫул ӗнтӗ юр ҫунӑ-ҫуман тӗрлӗ кӳлепе ӑсталать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Республикӑри йӗрке хуралҫисем «Хӗл мучи полицейски» акцие хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫнӑ чухне автобус айне ҫакланнӑ арҫын ача патне саламлама кайнӑ. Телее, вӑл аварире хытах аманман.

Полицейскисем ӑна шкултан кӗтсе илнӗ, пылак парнепе савӑнтарнӑ, вылямалли полици машини тата паттӑрсем пирки ҫырнӑ кӗнеке панӑ.

 

Хулара
cheboksary.ru сайтри сӑн
cheboksary.ru сайтри сӑн

Ку канмалли кунсенче, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 13 сехетре «Амазония» этнокомплексра Хӗл мучин ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ патне уяв асамҫин тронне вырнаҫтарӗҫ. Унта кашни ача ларса курма, сӑвӑ каласа, юрласа кӑтартма пултарать. Ҫавӑнтах хитре сӑн ӳкерӗнме май пулӗ.

Чи лайӑх хыпарӗ вара акӑ мӗн: Хӗл мучин ҫуртне тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18749
 

Ял пурнӑҫӗ
Ҫемье архивӗнчи сӑн
Ҫемье архивӗнчи сӑн

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйи кашни ҫулах Ҫӗнӗ ҫул тӗлне кил умне капӑрлатать. Кӑҫал вӗсем Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне хапхи ҫине чӑваш эрешне ӳкернӗччӗ.

Хальхи вӑхӑтра Ивановсен килӗ умӗнче чӑн-чӑн асамлӑх хуҫаланать. Вӗсем Ҫӗлен ҫулталӑкне кӗтсе илме хатӗрленнӗ ӗнтӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12468
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Ялсенче, хуласенче урамсем капӑрлансах пыраҫҫӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта юмаха лекнӗнех туйӑнать.

Ҫавӑн пек вырӑнсенчен пӗри – Хӗрлӗ Чутайри Ҫамрӑксен урамӗ. Унта пурӑнакансем кил-ҫуртне илемлетнӗ: йӑлтӑр-ялтӑр гирляндӑсем, хитрелетнӗ чӳречесем чӑннипех те Ҫӗнӗ ҫул асамлӑхӗ парнелеҫҫӗ.

Эсир те кил-ҫурта капӑлатнӑ-и?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_411444
 

Культура
Ксения Кошелева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Ксения Кошелева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри ӳнерҫӗ Ксения Кошелева Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ открыткӑсен серине хатӗрленӗ. Унта вӑл чӑваш колоритне кӗртнӗ.

Ксения каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн ачалӑхӗнчи открыткӑсене тӗпе хунӑ. Вӗсем чӑннипех те Совет Союзӗнчи открыткӑсене аса илтереҫҫӗ.

Палӑртмалла: Ксения Кошелева чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ открыткӑсем хатӗрлет. Хальхи вӑхӑтра ҫамрӑк ӳнерҫӗ Мускавра пурӑнать. Хӑй Йӗпреҫ округӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18618
 

Хулара

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Ҫитес эрнере Шупашкарта чӑрӑш пасарӗсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Уяв «чиперккине» хулари 15 вырӑнта туянма пулать.

Пасар раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Вӗсем раштавӑн 31-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ. Сӑмахран, чӑрӑша «Шупашкар» суту-илӳ ҫуртӗнче, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 45-мӗш, 71-мӗш ҫуртсен ҫывӑхӗнче, Гагарин урамӗнчи 29-мӗш ҫурт патӗнче туянма пулать. Пасарсем Ильбеков, Хусанкай, К.Маркс, Павлов мичман, Энтузиастсен урамӗнче те ӗҫлӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 29
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 16

1821
204
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем